Етӗрне районӗ 85 ҫул тултарнине халалласа ҫак тӑрӑхра фестиваль иртет.
«Мой край родной — мое ты вдохновенье» (чӑв. Тӑван енӗм — эсӗ манӑн хавхаланӑм) фестивале хутшӑнса Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗ ҫумӗнчи «Салам» ансамбль районти Мучар ял тӑрӑхӗн культура ҫуртӗнче пысӑк концерт кӑтартнӑ.
Программӑна «Салам» ансамбль уҫнӑ, курма пухӑннисене Елена Шарова, Алина Фёдорова, Надежда Мурзина, Ирина Семёнова шӑрантарнӑ «Ҫимӗк каҫӗ» юрӑ кӑмӑла кайнӑ. Ҫавӑн пекех Ирина Семенова, Екатерина Артемьевна Семёнова, Александр Витальевич Шаров баянҫӑ, Александр Владимиров, Николай Петров куракансене хитре юрӑсемпе савӑнтарнӑ.
Концерта Кӑкшӑм шкулӗн «Звездочка» (чӑв. «Ҫӑлтӑрчӑк») ансамблӗ хутшӑнса юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Залри халӑх уйрӑмах Алены Яковлева чикан ташшине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ.
Уйкас ялӗнчи клуб-вулавӑш ӗҫченӗсем те яланах концертсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ку хутӗнче те ҫурт заведующийӗ Сандыркина Рената Порфирьевна тата Шарова Венера явӑҫмасӑр юлмарӗҫ, куракансен кӑмӑлне чӗрене хускатакан юрӑсемпе ҫӗклерӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн республикӑра чӑрӑшсене сыхлассине вӑйлатнӑ. Вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем йӗрке хуралӗсемпе пӗрле лӑсӑллӑ вӑрмансене тӗрӗслеҫҫӗ, рейдсене тухаҫҫӗ. Ҫулсем ҫинче ятарлӑ постсем йӗркеленӗ. Республикӑра вӗсем 41. Унта чӑрӑш турттаракан машинӑсене чарса тӗрӗслеҫҫӗ, ирӗк илмесӗр йывӑҫсене касакансене палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал ҫакӑн пек пӗр тӗслӗх пулнӑ. Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк пурлӑхӗсен министрӗн ҫумӗ Анатолий Яковлев каласа панӑ тӑрӑх, Етӗрне районӗнче саккуна пӑсса чӑрӑш каснӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл вӑрман хуҫалӑхне 10 пин ытла тенкӗлӗх сӑтӑр тунӑ. Ун пирки халӗ пуҫилле ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнманнисене административлӑ майпа та айӑплаҫҫӗ. Пӗр чӑрӑшшан 3-3,5 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ, организацисен вара 50-100 пин тенкӗ кӑларса хума тивет. Ҫӗнӗ ҫул ытлашши хакла ан лартӑр тесен уяв йывӑҫҫисене сутӑн илнинчен лайӑххи нимӗн те ҫук. Чӑрӑшсене вӑрман хуҫӑлӑхӗсенче, пасарсенче тата ятарлӑ вырӑнсенче туянма пулать.
Ӗнер, чӳкӗн 9-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑм ача пахчине уҫнӑранпа 30 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Ачасене пӑхса ӳстерекен тата ӑс паракан ушкӑна салам сӑмахӗсемпе район администраци пуҫлӑхӗ Сергей Бандурин, Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫӗ Константин Михайлов, «Ильич халалӗ» ЯХПК ертӳҫи Владимир Иванов, тата ыттисем тухса калаҫрӗҫ, грамотӑсемпе чысларӗҫ.
Ачасемпе ача пахчи ӗҫченӗсем вара пуҫтарӑннӑ хӑнасене тав туса ташӑ-юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.
Эпир те Кӑкшӑм ача пахчи 30 ҫул тултарнӑ ятпа пӗтӗм чӗререн саламлатпӑр!
Сӑнсем (48)
Пӗлме: ача пахчин никӗсне 1977 ҫулта хывнӑ. 1981 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче вара вӑл пӗрремӗш ачасене йышӑннӑ. Пӗрремӗш заведущийӗ Каратаева Пелагея Григорьевна пулнӑ — вӑл ӗҫтешсен пӗрремӗш ушкӑнне пухнӑ, вӗрентӳ ӗҫне йӗркеленӗ.
Паянхи куна илес пулсан ача пахчи пурӗ 350 ача пӑхса ӳстернӗ. Паян унта 35 ача ҫӳрет, вӗсем 2 ушкӑна пухӑннӑ. Ӑс парас ӗҫе 10 ӗҫтеш хутшӑнать. Ача пахчине Людмила Ястребова ертсе пырать.
Етӗрне районӗнче «Мухтав хӗрарӑма» уяв иртнӗ. Пухӑннисене республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗн социаллӑ политика, сывлӑх сыхлавӗн, физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗ Ольга Зайцева, Президентӑн пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алла Самойлова, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Леонид Ефремов, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов саламланӑ. Етӗрне районӗнчи Хӗрарӑмсен канашӗн пердседателӗ Ирина Облинова Тав ҫырӑвне тивӗҫ пулнӑ.
Районти кашни ял тӑрӑхӗнчен пӗрер хӗрарӑм сцена ҫине тухса хӑйӗнпе паллаштарчӗ, кашниех тӗрлӗ номинацире палӑрчӗ. Альбина Наумова Мӑн Сӗнтӗртен, Валентина Корчева Кӑкшӑмран, Людмила Русскова Мӑн Шемертентен, Ирина Григорьева Пӗрҫырлантан, Роза Михайлова Советскинчен, Нина Стексова Стрелецкинчен, Светлана Мельникова Мучартан.
ҪУР | 05 |
Паянхи кун тӗлне республикӑри шкулсенчен 73% ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кӗтсе илме хатӗр. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви сайчӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗ Шупашкарти учрежденисем 100 проценчӗпех хатӗр. Вӗсенчен Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗнчи шкулсем юлмаҫҫӗ — унта та 100% кӑтартупа танлашнӑ. Куславкка (92,5%), Ҫӗмӗрле (90%), Тӑвай (90%), Элӗк (85%), Сӗнтӗрвӑрри (85%) тата Патӑрьел районӗсенчи (85%) шкулсене те хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех.
Ытти вӗренӳ учрежденийӗсене пӑхас пулсан муниципаллӑ комиссисем 196 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан (49%) учреждение, 35 (59%) ачасене хушма пӗлӳ паракан учреждение, республика шайӗнчи 10 (59%) пуҫламӑш тата 2 (40%) вӑтам професилле пӗлӳ паракан учреждение йышӑннӑ.
Пӗлме: Чӑваш Енре пӗтӗмешле шутласан пурӗ 439 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан учреждени, 501 ахаль шкул, 11 каҫхи шкул.
Шӑматкун, утӑн 30-мӗшӗнче, Етӗрне тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Анатри Явӑшра уяв иртрӗ — Ял кунне палӑртрӗҫ.
Анатри Явӑш ялне XVIII ӗмӗрте никӗсленӗ, куҫса килекенсем Мӑн Явӑш ялӗнчен пулнӑ. Вӗсем тӗп ялтан тухса Хурашаш шывӗ хӗрринче хӑйсем валли вырӑн тупнӑ пулнӑ.
Уява салам сӑмахӗсемсӗр иртмерӗ — пӗрисене нумай ача пӑхса ӳстернӗшӗн, теприсене хуҫалӑха лайӑх тытса пынишӗн, виҫҫӗмӗшӗсене 50 ҫул ытла пӗрле мӑшӑрланса пурӑннӑшӑн. Вӑрҫӑпа тыл ветеранӗсене те манмарӗҫ — вӗсем те ял тӑрӑх администрацийӗнчен чаплӑ парнесене тивӗҫрӗҫ. Ӑмӑртусем те пулчӗҫ — ачасем асфальт ҫинче пурапа ӳкерчӗҫ, ҫӳҫ-пуҫ илемӗпе тупӑшрӗҫ (мала 3 хӗрача тухрӗ: Беловсен Аннӑпа Настя тата Алина Васильева).
Юрӑ-ташӑсӑр уяв, паллах, иртмерӗ — Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗнчи «Вылӑ» фольклор ушкӑнӗ, Кивӗ Тинкеш ял тӑрӑхӗнчи ушкӑн, Элӗк районӗнчи хӑнасем пулчӗҫ.
«Хавал-2011» ҫуллахи уйлӑх (лагерь) вӗҫленчӗ. Вӑл иртнӗ вырсарникун, утӑн 17-мӗшӗнче пуҫланчӗ те, паян, утӑн 24-мӗшӗнче, хӑйӗн ӗҫне вӗҫлерӗ. Пӗтӗмлетнӗ май пурӗ алла яхӑн ҫын (ваттисемпе ачасене, хӑнасене шутласан) хутшӑнчӗ теме пулать.
Кӑҫал «Хавал» Сӑр хӗрринчи Пӗрремӗш Выҫҫӑлкӑ (Етӗрне районӗ) ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Таланцев купсасен хуҫалӑхӗн ҫӗрӗ ҫинче иртрӗ. Ӗлӗк-авал кунта Пугачев ҫарӗсем иртнӗ тет. Чӑн та вырӑнӗ питӗ меллӗ те илемлӗ.
Уйлӑха кашни ҫул «Ӑнӑҫу чӗлхи» («Язык успеха») ют чӗлхесен шкулӗпе Чӑваш Республикинчи Ҫамрӑксен эсперанто-пӗрлешӳ пулӑшнипе «Хавал» чӑваш обществӑлла организаци ирттерет. Уйлӑхра ҫамрӑксем (аслисем те пур!) пӗрле пухӑнса чӑваш чӗлхи вӗренеҫҫӗ, чӑваш культурипе ҫывӑхрах паллашаҫҫӗ. Чӑваш йӑли-йӗркипе истори пирки ятарласа чӗннӗ хӑнасем каласа параҫҫӗ. Сӑмахран, эрнекун, уйлӑхра Виталий Петрович Станьял пулчӗ, 50-60 ҫул каяллахи пурнӑҫа сӑнласа пачӗ, ӗлӗкхи йӑласене хальхи вӑхӑта кӗртмелли пирки тата ытти кӑсӑклӑ ыйтусем пирки каларӗ.
Вырсарникун, утӑн 17-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Пушнар ялӗнче чаплӑ уяв иртрӗ — Анна Матвеевна Фёдорова 100 ҫул тултарнине паллӑ турӗҫ.
Саламлама Етӗрне районӗнчи пенси фончӗн управленийӗн начальникӗ Ирина Облинова, районти ветерансен канашӗн председателӗ Алевтина Абакумова, Етерне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Людмила Чернова пынӑччӗ. Юрӑ-ташӑ саламне вара «Пилеш» фольклор ушкӑнӗ илсе ҫитерчӗ.
Анна Матвеева 17-ре Иван Фёдоровпа пӗрлешнӗ. Туслӑ кил-йышра перин хыҫҫӑн тепри тенӗ пек пилӗк ача ҫуралнӑ. Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ пурӑнайнӑ. Мӑшӑрӗ вӑрҫӑра хыпарсӑр ҫухалсан Анна Матвеевна аллине усман — виҫӗ ачине хӑйех ура ҫине тӑратнӑ.
«Язык успеха» ют чӗлхесен шкулӗпе Чӑваш Республикин ҫамрӑксен Эсперанто-пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе «Хавал» чӑваш обществӑлла организаци кӑҫал та (пӗлтӗрхине шутласан — иккӗмӗш хут ӗнтӗ) ҫуллахи чатӑр уйлӑхне (лагерьне) ирттерет. «Хавал» хальхинче Етӗрне районӗнчи Сӑр шывӗ хӗрринче иртӗ — ку вырӑнта Емельян Пугачёв пӑлхавҫӑ хӑй ҫӑрӗпе куҫнӑ тет. Утӑн 17-мӗшӗнче пуҫланӗ те 24-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Уйлӑхӑн тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине вӗренме пулӑшакан ҫулсерен иртекен тӗлпулусене пуҫарасси, чӑвашла калаҫакансен хушшинче вӑхӑт ирттересси. Ҫавӑн пекех лекцисемпе ҫавра сӗтелсенче чӑваш культурипе, историйӗпе, йӑли-йеркипе тачӑрах паллаштарассине те йӗркелекенсем тӗпе хывнӑ.
Эсир кунта, ҫак уйлӑхра, чӑваш чӗлхине вӗренме, Емельян Пугачёв ҫулӗ тӑрӑх экскурсире пулма, юрӑ юрлама, тӗрлӗрен лекцисем итлеме пултаратӑр. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те пулӗҫ. Ку лекцисемпе семинарсене ирттерӗҫ: К(П)ФУ истори факультечӗн доценчӗ Тухватуллин Айрат Халитович (Хусан), чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, тӑлмачӗ Чиндыков Борис Борисович, Чӑваш Республикин халӑх ӳнерҫи Мадуров Федор Иванович, социолингвист тата тӑлмач Эктор Алос и Фонт (Барселона – Шупашкар), публицист тата сӑвӑҫ Станьял Виталий Петровчич, «Вут-шу» кӗрешӳн тренерӗ Романов Алексей Егорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ Иванов Владимир Александрович, тата ыттисем.
Ҫапла, иртнӗ шӑматкун Етӗрне районӗнчи Мучар ял тӑрӑхӗнче чи капӑр та илемлӗ пахчана шырарӗҫ. Пурӗ ку тӑрӑха 6 ял кӗрет — Заштранкӑ, Кӗҫӗн Чураш, Тури Мучар, Чаканар, Шоркка тата администраци вырнаҫнӑ Анат Мучар. Шӑп вӑл ял ҫыннисен тупӑшма лекрӗ те ӗнтӗ «Xи капӑр пахча» ятне тивӗҫес тесе.
Ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ май чи капӑр пахча ятне Чаканарти Уралеев Владимир Николаевич хуҫалӑхӗ илме тивӗҫ пулчӗ. Чӑн та вӗсен пахчинче йӑрансене тюльпан лартса уйӑрса тухнӑ. Ҫырла тӗммисем те хитрен лараҫҫӗ, шуратнӑ улмуҫҫи вуллисем те илемлӗн курӑнаҫҫӗ, куҫа савӑнтараҫҫӗ.
Сирӗн ялта кам пахчи капӑртарах?
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти 1№ типографине никӗсленӗ | ||
| Теветкел Николай Александрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Микулай Мӑскал, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |